Ял хуҫалӑхӗ
![]() Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче хӑмла плантацийӗ уҫма палӑртнӑ. «Ленинская искра» колхозра ҫӑвӗпех ӗҫсем пынӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче ку колхоз СССР халӑх депутачӗ, РФ культура тата ял хуҫалӑх тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Аркадий Айдак тӑрӑшнипе кӑрлесе тӑнӑ. Унта хӑмла ӳстернӗ кӑна мар, хӑйсен сӑра савучӗ те пулнӑ. Анчах СССР аркансан чылай ӗҫ пӑрахӑҫланнӑ. Халӗ «Подвязный» сортлӑ хӑмлана Ачакра, Яракассинче тата Лапракассинче ӳстереҫҫӗ. «Ленинская искра» колхозра хунавсене ҫулсерен ҫӗнетеҫҫӗ. Яракассинче ҫулла 2 гектар ҫӗре кӑпкалатса, ҫумран тасатса тӑнӑ. Халӗ унта шпалерсем вырнаҫтараҫҫӗ, эрне вӗҫӗнче хунавсене лартӗҫ. Сӑмах май, кӑҫал Етӗрне районӗнче хӑмла япӑх мар туса илнӗ. Ӑна 34 гектар ҫинче ҫитӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Паян, юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Вӑрнар районӗнче выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетмелли пысӑк комплекс хута кайнӑ. Асӑннӑ объекта Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ Малтикас тӑрӑхӑнче ҫӗклесе лартнӑ. Фермӑра 500 ӗне тата 400 пӑру вырнаҫтарма пулать. «Чаплӑ пулӑма» республика Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа пӗрле Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов хутшӑннине ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтерет. Вӗсем ҫеҫ-и, ытти тӳре-шара та хутшӑннӑ. Пухӑннисене саламланӑ май Михаил Игнатьев ҫак ферма республикӑри чи пысӑккисенчен пӗри пулнине пӗлтернӗ. Кунта пуян ӗҫ опычӗпе паллашма ытти тӑрӑхран специалистсем вӗренме килнине палӑртнӑ. Ӗне тата пӑру тытмалли фермӑна тума хыснаран укҫа уйӑрса та пулӑшӗ. Пӗтӗмпе 90 млн тӑкакланнӑ, ҫав шутран 27 млн тенкӗ субсиди уйӑрӗҫ. Пӗр килнӗ пек чухне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев фермӑри пӳлӗмсене кӗрсе тухнӑ, условисемпе кӑсӑкланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ ӗҫ тӑвакан влаҫра ӗҫлекенсемпе тунтикунсерен канашлу ирттерет. Михаил Игнатьев Сочире пулнӑран паянхи планеркӑна Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин ертсе пынӑ. Унта хускатнӑ ыйтусем шутӗнче тыр-пул хакӗ те пулнӑ. Республика ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов республикӑра тӗш тырра, ҫӗрулмине пӗтӗмпех пухса кӗртнине пӗлтернӗ. Хальхи вӑхӑтра хирте пахча-ҫимӗҫ тата куккурус юлнӑ. Хӗвелҫаврӑнӑш та хиртех-ха: ӑна пухса илмелли — 7 пине яхӑн гектар. Иван Моторин тыр-пул хакӗсемпе кӑсӑкланнӑ. Тасатнӑ-типӗтнӗ тырӑ хакӗ аптӑрамасть пулсан, типӗтмен тырра килограммне 3–3,5 тенкӗпех сутаҫҫӗ. Мӗн тӑвӑн, типӗтме услови ҫук хуҫалӑхсен кӑвакартса яриччен ҫак хакпах ярӑнтарма тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ыран, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, «Кӗр парнисем» ярмӑрккӑ вӗҫленесси пирки ӗнер кӑна пӗлтернӗччӗ. Паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӑна юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗччен тӑсма ыйтнӑ. Паян Михаил Васильевич Шупашкарти ял хуҫалӑх продукцине сутакан пасарсенче пулнӑ. Элтепер кунашкал ярмӑрккӑсем питӗ кирлӗ пулнине, ҫынсен унта пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырлана йӳнӗрехпе туянма май пуррине аса илтернӗ. Кӑҫал ҫумӑрсем вӑраха тӑсӑлнӑран вырмана часах тухайман, ҫавна май халӑх халӗ хӗле хӗрсе кайсах хатӗрленет. Вырма кая юлнине шута илсе Михаил Игнатьев ярмӑрккӑна тепӗр эрнене тӑсма ыйтнӑ. Аса илтерер: вӑл ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ку эрне вӗҫӗнче, шӑматкун, Шупашкарта «Кӗр парнисем» ял хуҫалӑх ярмӑрккине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хупӗҫ. Мероприяти «Северная» тата «Николаевски» суту-илӳ комплексӗсен лапамӗсенче пулӗ. Вӑл 10 сехетре пуҫланӑ. Унта пыракансене чылай савӑнӑҫлӑ пулӑм кӗтет. Викторинӑсем ирттерӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсене парнепе хавхалантарӗҫ. Пахча ҫимӗҫӗ тата улма-ҫырлана эрешлесе касас енӗпе ӑсталӑх класӗсем иртӗҫ. Аса илтерер: «Кӗр парнисем» ярмӑрккӑ ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫак тапхӑрта ҫынсем ял хуҫалӑх продукцине йӳнӗпе туянма пултарнӑ. Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Муркаш, Элӗк, Вӑрмар, Вӑрнар районӗсенчи аграрисем хӑйсен продукцине сутнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() РФ Федераци Канашӗн ял хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе тата наци хушшинчи хутшӑнӑвӗсемпе ӗҫлекен канашӗн председателӗ, ҫӗршыв сеначӗн вице-спикерӗ Николай Федоров Коми Республикин вице-премьерӗпе — ял хуҫалӑх министрӗпе Анатолий Князевпа тата Наци ӗҫӗсем енӗпе ӗҫлекен федераци агентствин статс-секретарӗпе Павел Семеновпа тӗл пулнӑ. Анатолий Князев Коми Республикипе Чӑваш Ен килӗштерсе ӗҫлес ыйтусене те унта хускатнӑ. Князев Коми Республикинче чӑх какайӗ тата ҫӑмарти нумаййине палӑртнӑ. Унтан та ытларах — Чӑваш Ене те ку продукципе тивӗҫтерме хатӗр. Чӑваш Енрен вара аякри ҫӗре ҫӗрулмипе панулми кӳрсе кайма хатӗр. Мускаври ӗҫлӗ тӗлпулура Коми Республикинче пӑлан ашӗ тирпейлесси пирки те калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗ тӗлне республикӑри 13 районта пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене вырса пӗтернӗ. Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 265,7 пин гектар вырнӑ, е мӗнпур лаптӑкӑн 99,1 процентне вырнӑ. Пӗтӗмпе 708,0 пин тонна тӗш тырӑ вырса илнӗ, тухӑҫ гектартан 26,7 центнер тухнӑ. Ҫӗрулми 6,1 пин гектартан 133,0 пин тонна пуҫтарса илнӗ, е кашни гектартан — 217,5 центнер. Ҫӗр улмине 12 муниципалитетра кӑларса панӑ. Пахчаҫимӗҫе 843 гектартан 14,5 пин тонна пуҫтарнӑ. Тухӑҫ вӑтамран кашни гектартан 172,2 центнер тухнӑ. Ку культурӑна виҫӗ районта пуҫтарса илнӗ. Кӗрхисене аграрисем 79,9 пин гектар ҫинче акса хӑварнӑ. Хӑш-пӗр хуҫалӑхра хальхи вӑхӑтра ҫине тӑрсах ҫӗртме сухи тӑваҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Элеватора чысланӑ самант Нумаях пулмасть Мускаври Тӗнчери промышленность академийӗ «Арман — 2017» Пӗтӗм тӗнчери XV конференци ирттернӗ. Унта "Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗ" акционерсен обществи те хутшӑннӑ. Мероприятирен предприятин филиалӗ, Шупашкарти элеватор, ырӑ хыпарпа тата савӑк кӑмӑлпа таврӑннӑ: республикӑн тӗп хулинчи ҫӑнӑх авӑртакансем Раҫҫейри чи лайӑх арман шутне кӗнӗ. «Раҫҫейри чи лайӑх арман» иртнӗ ҫулхи конкурса темиҫе номинаципе пӗтӗмлетнӗ. Талӑкра 500 тонна ытла тӗш тырӑ тирпейлекеннисен хушшинче Шупашкарти элеватора Раҫҫейри чи лайӑх арман тесе йышӑннӑ. Ҫак ята предприяти хӑйӗн кун-ҫулӗнче тӑваттӑмӗш хут йышӑнать. Конференцире тыр-пул тирпейлес, продукци пахалӑхне лайӑхлатас, отрасле ҫӗнетес ыйтусене хускатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ытти ҫулти ырӑ йӑлана малалла тӑсса кӑҫал та Шупашкарта кӑна мар, республикипех «Кӗр парнисем» ярмӑрккасем ӗҫлеҫҫӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркӑра республикӑн вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов хуласенче «Кӗр парнисем» ярмӑрккасем ӗҫлени пирки каланӑ. Анчах, Николай Коновалов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, хаксем пӗлтӗрхинчен самай пысӑкрах. Хаксем мӗншӗн пысӑкраххине планеркӑра тишкермен-ха, анчах ӗҫҫине хӑвӑртлатмалли пирки калаҫнӑ. Ҫанталӑк паян уяр та, ыран темле пулӗ. Кӗркунне енне сарӑ хӗвеле кӗтсе лараймӑн. Вырмана хӑвӑртрах вӗҫлес тесен кӳршӗллӗ хуҫалӑхсен пушӑ вырма техникипе те ҫине тӑрса усӑ курмаллине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Швеци усламҫисем ҫитес вӑхӑтрах Чӑваш Енре сӗт юр-варӗ, сыр туса илесшӗн тата хӑмла ӳстересшӗн, хӑма ҫуракан предприяти уҫасшӑн. Кун пирки вӗсем Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗпе Сергей Артамоновпа авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче тӗл пулсан пӗлтернӗ. Ҫак пайтаҫӑсем Чӑваш Еншӗн ют ҫынсем мар, вӗсем Ҫӗмӗрле районӗнче виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ 1,5 пин гектар ҫӗр ҫинче техника культури (рапс), тӗш тырӑпа пӑрҫа йышши культурӑсем туса илеҫҫӗ. Тӗрӗссипе, ҫав лаптӑка та вӗсем самай пысӑклатасшӑн: 4,5 гектара ҫитересшӗн. Палӑртса хӑварар: Швеци бизнесменӗсем Раҫҫей сӗт тата сӗт юр-варӗ сутассипе тӗнче шайӗнче лидер пулма пултарнине каланӑ, хӑйсем те ҫак тытӑма инвестици хывма хатӗррине асӑннӑ. «Эпӗ Раҫҫее нумай шведа илсе килнӗ. Вӗсем кунта пулнӑ хыҫҫӑн пурте Раҫҫей пирки шухӑша тӗпрен улӑштараҫҫӗ. Вӗсем кунти халӑха килӗштереҫҫӗ, ҫӗршывпа киленеҫҫӗ», — каласа кӑтартнӑ Хульт Кеннет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |